Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ.
Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ.
Малашне пульницӑсене тӗрӗслесех тӑрӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ.
«Пациентшӑн» ятлӑ вӑл. Проекта ведомство ахальтен пуҫарман. Ҫапла майпа пульницӑри ҫивӗч ыйтусене татса парасшӑн.
Проектпа килӗшӳллӗн, пульницӑсенче кашни уйӑхра анлӑ тӗрӗслев пулӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, чи малтанах Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑсене ҫитсе курӗҫ.
План та хатӗрленӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пациентсемпе анкетировани тата ыйтӑм ирттерӗҫ. Пӗтӗмпех шута илӗҫ — черетрен пуҫласа пациентсене мӗнле йышӑнни таранах.
Пульницӑна пациентсем министрпа тӗл пулнӑ чухне паллӑ лартӗҫ. Ҫур ҫул иртсен каллех тӗрӗслӗҫ. Проекта пуҫарсан чи малтан Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пульницӑна тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енре те, Раҫҫейре те пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑксене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Ҫулсерен 15–25 ҫулсенчи яш-хӗре «Вӗренӳ» наци программипе килӗшӳллӗн преми параҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта ирттернӗ мероприятисен пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри 34 ҫамрӑка РФ Президенчӗн премине пама йышӑннӑ. Вӗсенчен 12-шӗ — 60-шер пин, 22-шӗ 30-шар пин тенкӗ илӗҫ.
Лауреатсен йышне Раҫҫей шайӗнче иртнӗ олимпиадӑсен, республика конкурсӗсенче ҫӗнтернисене кӗртнӗ. Кӑҫал премие тивӗҫнисенчен ытларахӑшӗ — Шупашкартан. Муркаш районӗнчен — 3 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 2 ҫын. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ районӗсенчен пӗрер ҫын.
Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…
Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗ ачисене чылай ҫыншӑн тӗлӗнмелле ят хунӑ. 2012–2013 ҫулсенче Илемпи, Синерпи, Пинерпи, Пинеслу, Салампи ҫуралнӑ.
Тӗрӗссипе, ку ятсем тӗлӗнмелле мар. Аслӑ ӑрурисем вӗсене астӑваҫҫех. Ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ урӑхла пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Тӗнче тетелӗнчи пӗр ҫӑлкуҫран вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗсен ятӗнчи –ПИ тӗрӗксен «бике» сӑмахне ҫывӑх. Чӑвашла ӑна «пике» тесе вуламалла. Тюркологсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан ҫапла хӗрарӑма хисеплесе чӗннӗ. Кайран вара –ПИ ятсене кӗнӗ. Тӗслӗхрен, «Пинерпи» ят чӑвашсен «Пинер» ялӗнчен пулса кайнине ӗнентереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей патриочӗсем» патриотлӑх канашлӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти 9 ача, пурте 9–17 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ.
Канашлу Анапа хулинче иртнӗ. Пӗтӗмпе 18 регионтан 14–18 ҫулсенчи 200 ытла ача килнӗ унта. Канашлу юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса 29-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
Чӑваш ачисем Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Гражданпа патриотлӑх воспитанине парас тытӑмри социаллӑ проектсен конкурсӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна — Севастополь, 3-мӗшне Удмурт Республики тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Анастасия Зотовӑна РФ Ҫамрӑксен пӗрлӗхне йышӑннӑ.
Ку — ырӑ йӑла. Вӑл 16-мӗш ҫул пурнӑҫланать ӗнтӗ. Культура ылмашӑнӑвӗн AFS программине Шупашкарти 41-мӗш шкул, 2-мӗш лицей тата 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул хутшӑнаҫҫӗ.
16 ҫулта Чӑваш Ен тӗп хулине Европӑри, Азири тата Америкӑри чылай делегаци килсе курнӑ. Акӑ нумаях пулмасть, икӗ эрне каялла, Шупашкара Таиландри 8 преподаватель килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, вӗсене хӑна ҫуртне мар, ҫемьесене вырнаҫтарнӑ. Ку ҫывӑхрах хутшӑнма май парать.
Икӗ эрнере Таиландран килнӗ хӑнасем уроксенче, урок тулашӗнчи мероприятисенче пулса курнӑ, ачасемпе тата вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, театрсене, музейсене тата куравсене ҫитсе курнӑ.
Ҫак кунсенче хӑнасем вӗренӳ управленине те ҫитнӗ. Унта вӗсем Шупашкар пирки видеоролик пӑхнӑ. Хӑнасем ачасем вырӑс тата чӑваш культурине лайӑх пӗлнине палӑртнӑ. Вӗсем кунти шкулсем, классем пӗчӗк пулнинчен тӗлӗннӗ. Таиландра класра 50 яхӑн ача вӗренет-мӗн. Кӗҫех Шупашкарти 8 вӗрентекен те Таиланда ҫитсе курӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Александр Протаповича спорта юратакансем пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсмен чылай ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ.
Александр — хоккейҫӑ. «Сокол-96» командӑра выляканскер, халӗ Хусанти «Барс» командӑра тапӑнакан, Раҫҫейӗн ҫамрӑк хоккеистсен пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Ҫак команда Канадӑпа вылӗ. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, команда валли 34 хоккеиста суйланӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — хапхаҫӑ, 14-шӗ — хӳтӗлекен, 17-шӗ — тапӑнакан. Александр Протапович Канада командипе тапӑнаканра вылӗ.
Александр 19 ҫулта кӑна-ха. Кӑҫалхи сезонра вӑл «Ак Барс» хоккей лигин клубӗшӗн темиҫе матч вылянӑ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Леонид Якубович ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Надежда Андреева та хутшӑннӑ. Чӑваш Енри педагог хӑйӗн ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ.
Чӑвашран кайнӑ хӗрарӑм финала тухса супер-вӑйӑна выляса илме пултарнӑ. Надежда Андреева малтан саспаллисене каланӑ та унтан сӑмаха пӗлнӗ.
Вӑл Леонид Якубовича Чӑвашран илсе килнӗ парнесемпе те савӑнтарнӑ. Унтан Надежда Андреева финала тухса супер-вӑйӑ выляма килӗшнӗ. Вӑл 800 очко пухса смартфона тивӗҫнӗ.
Супер-финалта та пирӗн ентеш ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл тӗп сӑмаха пӗлсе килти кинотеатр выляса илнӗ. Ҫапла вӑл тӑван тӑрӑха парнесемпе таврӑннӑ.
Чӑваш Енри тӑватӑ хаҫат федераци шайӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен йышне кӗнӗ.
Вӗсем — Елчӗк районӗнчи «Елчӗк ен», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатсем.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен йышне медиарынокра 5 ҫултан кая мар ӗҫлекен, РФ тата МИХсен саккунне пӑсман хаҫатсемпе журналсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен йышне халӑх килӗштерекен, сусӑрсен, наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатакан, экстремизмпа кӗрешекен хаҫат-журнал кӗрет.
Ҫак массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ача-пӑчапа тата ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем патриотлӑх воспитанине, ҫемье ыйтӑвне, йӑла-йӗркене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче инкек пулнӑ. Унта амӑшӗ хӑйӗн ачине вӗлернӗ.
ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑри ачана вӗлерме пултарнӑ хӗрарӑма, арҫын ача амӑшне, тытса чарнӑ.
Ку пӑтӑмрах юпан 22-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Унран ыйтса пӗлнӗ чухне ҫакӑ ҫиле тухнӑ. Хӗрарӑм ачан сӑмсине тата ҫӑварне аллипе хупласа сывлама паман. Ача пӳлӗнсе вилнӗ.
Хӑй амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чылай вӑхӑт макӑрнӑ, лӑпланайман. Ку ӗҫе следстви органӗсем тӗплӗ тишкерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |